Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăста ораторсемпе паллашрăмăр

16:38 17 октября 2019 г.

Паян, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче, «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ.

Конкурса Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă.

«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăх конкурсне хамăр республикăн тĕрлĕ шкулĕнче вĕренекен 150 яхăн ача хутшăнчĕ. Республика тапхăрне вара иккĕмĕш кĕретсĕр тапхăрăн çĕнтерÿçисем килсе çитрĕç.

Жюри чи маттур та мал ĕмĕтлĕ 17 ача пултарулăхне курса савăнчĕ. Вĕсем Патăрьел, Вăрнар, Вăрмар, Комсомольски, Елчĕк, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенчен тата Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пулчĕç.

Конкурсантсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин тĕп специалист эксперчĕ Ирина Алексеевна Степанова тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев  саламларĕç.

Конкурса хутшăнакансем «Тăван çĕр-шыв», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм», «Театр – наци чунĕ» темăсенчен пĕрне шăпа ярса суйларĕç.

Конкурс çĕнтерÿçисем çаксем пулчĕç: 

7-мĕш классем хушшинче

1-мĕш вырăн:

Плешкова Елена Алексеевна, Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи – Николаева Людмила Петровна.

2-мĕш вырăн:

Степанова Валерия Алексеевна, Хĕрлĕ Чутай районĕн Атнар вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи – Ешмейкина Людмила Александровна.       

Матвеева Александра, Елчĕк районĕн Г.Н. Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи – Хушкина Надежда Зиновьевна.

3-мĕш вырăн:

Никифоров Александр, Шупашкар районĕн Атайкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи – Ефимова Светлана Юрьевна.

Максимова Марианна, Вăрмар районĕн Чупай тĕп шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи – Цыфаркина Людмила Александровна.

8-мĕш классем хушшинче

1-мĕш вырăн:

Порфирьев Алексей, Вăрмар районĕн Н.А. Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкеш тĕп шкулĕн веренкенĕ. Ертÿçи – Максимова Елена Геннадьевна.

2-мĕш вырăн:

Ильина Анна Алексеевна, Шупашкар хулин 33-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи – Диарова Ирина Алексеевна.

Ильина Лилия, Елчĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи – Кушманова Надежда Валерьевна.

3-мĕш вырăн:

Данилова Екатерина, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи – Васильева Марина Николаевна.

Кукушкина Софья, Çĕнĕ Шупашкар хулин 16-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи - Филиппова Светлана Владимировна.

Никифорова Кристина, Çĕнĕ Шупашкар хулин 12-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ. Ертÿçи – Кривошеева Алена Валерьевна.

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те хастар пулма сунатпăр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика