Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăвашла уяв янратăр!» конкурса пĕтĕмлетрĕмĕр

16:12 02 марта 2022 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2021 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи пуш уйăхĕн 01-мĕшĕччен сценарисен «Чăвашла уяв янратăр!» конкурсне ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ Чăваш енĕн мухтава тивĕçнĕ çыннисене халалланă чăвашла мероприятисен сценарийĕсене пуçтарасси, вĕрентекенсен паха опытне сарасси, кулленхи ĕçне çăмăллатма çителĕклĕ чухлĕ чăвашла уяв сценарийĕ пуçтарасси пулчĕ.

Конкурса мухтава тивĕçнĕ ентешсене халалланă чăвашла мероприятисен сценарийĕсене виçĕ номинаципе йышăнтăмăр:

o    «Класс сехечĕн сценарийĕ»,

o    «Уроксем хыççăнхи мероприятисен сценарийĕ»,

o    «Ача садĕнче ирттермелли уяв сценарийĕ».

Конкурса пурĕ 174 сценари килчĕ. Чи хастаррисен шутĕнче Елчĕк, Етĕрне, Йĕпреç,  Вăрнар, Вăрмар, Канаш, Куславкка, Патăрьел, Тăвай, Шупашкар, Элĕк районĕсенче, Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче ĕçлекен педагогсем пулчĕç.

Жюри членĕсем кашни ĕçпех тимлĕ паллашрĕç.

Хаклав критерийĕсене (вĕренÿ ĕçĕн хальхи тĕллевĕсемпе задачисене тивĕçтерни, вĕренекенсен ÿсĕм тата пĕлÿ шайне тивĕçтерни, ачасен харпăр хăй аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене шута илни,  мероприятин хăйне евĕрлĕхĕ, тухăçлă технологисемпе усă курни, грамматика, пуплев, орфографи, пунктуаци нормисене çирĕп пăхăнни) тĕпе хурса жюри 75 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ.

Конкурс положенийĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи конкурса мухтава тивĕçлĕ ентешсене халалланă мероприятисен сценарийĕсем ярса памалла пулнă. Апла пулин те, конкурса тăратнă сценарисен хушшинче чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă сценарисем (Сурхури, Çăварни, Вырмара, Акатуй, Пештĕр), патшалăх уявĕсене уявламалли сценарисем (Аннесен кунĕ, Çĕнтерÿ кунĕ), уроксем хыççăнхи мероприятисен тĕрлĕ темăпа çырнă сценарисем («Шăрпăк тени тетте мар», «Çарăк», «Çут çанталăк тупра – эс ăна упра!», «Кукамай патне яла» т.ыт.те) пулчĕç. Ку сценарисен авторĕсем, паллах, çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреймерĕç. Малашне конкурссен положенийĕсене тимлĕн вулама ыйтатпăр.

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ дипломсем парса хавхалантарĕ. Конкурса хутшăннă кашни педагог сертификат илĕ. Дипломсемпе сертификатсене заявкăра кăтартнă электрон почта адресĕпе 2022 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕччен ярса пама палăртнă.

Конкурса хастар хутшăнакансене тав тăватпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика