Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Кафедра чувашского языка и литературы

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă çырăва сÿтсе яврăмăр

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе 2015 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Канаш районĕн Вырăскас Пикших вăтам шкулне чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен курсне пухăннă 31 учитель Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă çырăва сÿтсе яврĕ.

Кашниех Чăваш Ен Пуçлăхĕн çырăвĕ тарăн та анлă шухăшлине, республика ыйтăвĕсене çĕр-шыври лару-тăрупа çыхăнтарса çĕкленине палăртрĕ. Халăхăн пурнăç шайне ÿстерес, республика экономикине аталантарас тĕлĕшпе ку таранччен тунă çитĕнÿсемпе тата малашнехи аталану çул-йĕрĕпе туллин паллаштарнине вĕрентекенсем ырларĕç.

Михаил Игнатьев шкул ачисен çитĕнĕвĕсене уйрăмах палăртни, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ыйтăва çивĕччĕн хускатни учительсене савăнтарчĕ. Вĕрентекенсене, шкул ертÿçисене, ашшĕ-амăшне, ачасене хăйсене те пысăк ĕçшĕн, хастарлăхшăн, ĕçре тата вĕренÿре пысăк пултарулăхпа палăрнăшăн, ĕçчен те çирĕп тĕллевлĕ пулнăшăн тав туни вĕрентекенсене хавхалантарчĕ.

Курса пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем кăçалхи çул Раççейре палăртнă Литература çулталăкне, Чăваш Енре К.В. Иванов çулталăкне халалланă ĕçсене хастар хутшăнас тесе тĕв турĕç. Наци чĕлхине аталантарассишĕн, тăван çĕре, чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркипе тата унăн хăйне евĕрлĕ культурине чунтан юратса хисеплеме вĕрентессишĕн малалла та хастар ĕçлеме палăртрĕç.

 

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика