Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Виноградов Ю.М. "Экзамена хатĕрленнĕ чух"

Виноградов Юрий Михайлович - заведующий кафедрой чувашского языка и литературы

Кăçал, икĕ çула пынă тăхтав хыççăн, 11-мĕш классем патшалăх аттестацийĕнче чăваш литературипе сочинени хайлас йĕрке каялла таврăнчĕ. 9-мĕш классем, унчченхи пекех, сочинени евĕр изложени çыраççĕ.

9-мĕш класс пĕтерекенсем изложени çырма хăйсене кашни урокрах хатĕрленĕ теме юрать. 11-мĕшсемшĕн вăхăт сахал пулчĕ. Çавăнпа экзамен  умĕн хăш-пĕр сĕнъ парасшăн эпир вĕсене.

            Чи малтан пурин те экзамента пулма пултаракан сочинени темисемпе паллашмалла. Вĕсене «Халăх шкулĕ» журналăн 2004-мĕш çулхи 2-мĕш номерĕнче (57-58 стр.) кăтартнă. Кунтах - сочинени темисене мĕнле принципсене кура хатĕрленине те, экзамен кунĕнче уçакан пакетра темăсене мĕнле йĕркепе вырнаçтарассине те каланă.

 Сочинение хатĕрленмелли ĕçсене, сочинени çырнă чухне мĕн-мĕн тумаллине ятарлă кĕнекесенче ăнлантарнă. Ку ыйтупа  юлашки çулсенче кăларнă   кĕнекесенчен В.А.Абрамовпа О.И.Печниковăн «Сочинени мĕнле çырмалла?» тата В.В.Андреевпа Е.А.Андреевăн «Çыр та – пĕлсе çыр» меслет сĕнĕвĕсене (икĕ кĕнеки те 1998 çулта тухнă) асăнас килет. Çак  пособисенче экзамена хатĕрленмелли технологисĕр пуçне сочиненире тĕл пулакан пуплевпе грамматика йăнăшĕсене те тĕплĕн тишкернĕ. Вĕсене шута илмеллех, йăнăшсăр  çырмалла.

Сочинени хакĕ мĕнле пуласси унăн орфографийĕпе пунктуацийĕнчен  те килет. Çавăнпа та шкул учебникĕнчи правилăсене тепĕр хут аса илĕр. Орфографипе пунктуаци правилисене иккĕшне пĕрле кĕртнĕ кĕнекесем меллĕрех пулĕç. Тĕслĕхрен, Ю.М.Виноградов, Г.М.Виноградова хатĕрленĕ «Орфографи словарĕ. Тĕрĕс çырмалли правилăсем» кĕнеке (2002 çулта тухнă).

Шкул учебникĕсемпе хăнăхтару пуххисенчи ĕçсене суйла-суйла туса пăхăр. Ку енĕпе З.П.Михайлова учительница хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи: тĕрĕс çырма вĕренер» пособи (Шупашкар, 2001) тата Ю.М.Виноградовăн 8-9 классем валли тесе кăларнă хăнăхтару пуххи (Шупашкар, 1992) пулăшĕç.

9-мĕш классен те, 11-мĕшсен те изложенипе сочиненире пичетри йăнăшсене тăвасран сыхланасчĕ. Хăш чухне пĕр сăмахах пĕр изданире пĕр тĕрлĕ, тапринче тепĕр тĕрлĕ çырнине курма пулать. Кун пек чухне, правилăра икĕ майлă çырма ирĕк панипе паманнине шута илмелле. Икĕ майлă та çырма  юрать пулсан -   ку е вăл вариантăн стиль уйрăмлăхĕсене тĕпчемелле. Акă  çук тата çуккă  вариантсенчен пĕрремĕшĕ литература чĕлхишĕн кăтартуллă, иккĕмĕшĕ - калаçушăн.

Сăмахăн орфографийĕ икĕ майлă пулсан – чĕлхе вĕрентĕвĕ енчен хăшĕ тĕрĕсреххине суйласа илес пулать. Тĕслĕхрен, сочинени темисенчен иккĕшĕнче «Халăх шкулĕ» журнал М. Федоровăн паллă хайлавĕн ячĕ сăмах майлашăвĕ пулин те пĕрле çырнă. Пĕрле çырни, правило асăрхаттарăвĕ тăрăх, -  пулма пултаракан вариант кăна. Тĕп правилăра уйрăм çырма каланă. Апла пулсан,  «Ар çури» (уйрăм) çырас пулать.

Чăваш Республикин Гимнĕнче тĕл  пулакан çĕр-шыв сăмаха 4-мĕш класăн чĕлхе учебникĕнче дефиспа, 8-мĕш класăн литература учебникĕнче пĕрле çырнă. Ку сăмаха «Хыпар» хаçат пĕрле çырать, «Тантăш» - дефиспа. «Тантăш» хаçатăн варианчĕ тĕрĕс, мĕншĕн тесен хаçат редакцийĕ çĕр-шыв сăмаха шкулта мăшăр сăмах тесе вĕрентнине асра тытать. Гимнăн строфисенче пĕр йышши предложенисенчен тăракан пăхăнуллă пай тĕп пайри виçĕ предложение харăс ăнлантарать. Акă 1-мĕш строфанах илер. Пăхăнуллă  пая икĕ предложени кĕрет: 1) çурхи тĕнче вăраннă чух, 2) хаваслă кун шăраннă чух. Тĕп пайра   вара виçĕ хутсăр предложени: 1) чун савăнать, 2) чĕре сикет, 3) çĕр-шывăм çинчен юрлас килет. Кун пек чухне, пунктуаци правилисен 37-мĕш параграфĕн асăрхаттарăвĕнче каланă тăрăх, пăхăнуллă пайпа тĕп пай хушшине запятой лартмалла:

 Çурхи тĕнче вăраннă чух,

 Хаваслă кун шăраннă чух,

 Чун савăнать, чĕре сикет,

 Çĕр-шывăм çинчен юрлас килет.

Çак йĕркене  4-мĕш класăн чĕлхе учебникĕнче пăхăннă, 8-мĕш клаăн литература  кĕнекинче шута илмен. Учебникра йăнăш кайни сочиненире те çавнашкалах çырма юрать тенине пĕлтермест.

Йăнăшсем чĕлхе учебникĕсенче те тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, 3-мĕш класс учебникĕнче вырăс чĕлхинчен çыру урлă кĕнĕ сăмахсене тĕрĕс çырассине ăнлантаракан ятарлă параграф пур, анчах çыру урлă кĕнĕ сăмахсен ретĕнче калаçу урлă кĕнисене те пăхса тухнă. Çавăнпа рашча, ешчĕк, клешче (шч лартса) çырас вырăнне - çыру урлă кĕнĕ сăмахсенчи пек щ сас паллипе усă курнă. Çак йăнăш 5-мĕш класс кĕнекинче те кайнă.

 Хăвăр чăваш чĕлхине лайăх пĕлнине кăтартас тесен - ăслăлăхпа мĕн килĕшсе тăрать, çавна кăна суйласа илĕр.

Сочиненире - эсир хăвăр тĕллĕн шухăшлама пултарнине ĕнентерме тăрăшăр. Хатĕр сочиненисене ним улăштармасăр çырса илнин усси çук. З.П. тата В.М.Михайловсем пухса хатĕрленĕ 5 пайлă «Сочиненисем» серири (2000-2004 çулсенче тухнă) хайлавсене критикăллă куçпа вуласа паллашмалли, тишкермелли материал тесе пăхас пулать.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика