Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республика шайĕнчи «Чăваш чĕлхипе литературин вĕренÿ содержанийĕ» («Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» – «Загадки родного языка и литературы») интернет конкурс положенийĕ

Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче К.В. Иванов çуралнăранпа 125 çул, Н.И. Ашмарин çуралнăранпа 145 çул çитнине халалласа «Чăваш чĕлхипе литературин вĕренÿ содержанийĕ» интернет конкурс ирттерет.

Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.

 

2. Интернет конкурс тĕллевĕсемпе задачисем

– чăваш чĕлхипе литературине тата вĕсене вĕрентмелли методикăна пĕлекенсене тупса палăртасси,

– интернет технологийĕсемпе вĕренÿ ĕçĕнче усă курас хăнăхăва малалла аталантарасси.    

 

3. Интернет конкурса ирттермелли йĕрке

Интернет конкурса хутшăнас текенсен 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕччен sdo.edu.cap.ru адреспа кĕрсе регистрациленмелле. Конкурс ыйтăвĕсем чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче сайтра пулаççĕ. Веб-страницăра 10 ыйту пулать. Ыйтусене хуравлама 60 минут уйăрнă. Конкурс ыйтăвĕсене хуравламалли вăхăта 13.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен палăртнă. Регистраци тăвас умĕн регистраци страницине лартнă шрифта хăвăр компьютера кĕртĕр, унпа усă курса конкурс ыйтăвĕсене хуравлăр.

Электрон почти урлă хуравсене йышăнмаççĕ, пăхса та тухмаççĕ.

Интернет конкурса укçалла ирттерме палăртнă.   Конкурса хутшăнас текенсен пур Раççей Сбербанк уйрăмĕсенче 300 тенкĕ тÿлемелле пулать.

 

4. Çĕнтерÿçĕсене палăртни

Интернет конкурсăн жюри членĕсем – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ĕçченĕсем.

Интернет конкурс хуравĕсене балл системипе хаклаççĕ.

Кашни тĕрĕс те тулли хуравшăн пĕрререн пуçласа виçĕ балл таран лартаççĕ. Енчен те конкурса хутшăнакансем пĕрешкел балл пухнă пулсан çĕнтерÿçĕ ятне конкурс ыйтăвĕсене вăхăт тăрăх чи малтан хуравланă çын тивĕçет.

5. Çĕнтерÿçĕсене чыслани

Интернет конкурс çĕнтерÿçисене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн дипломĕсемпе чыслаççĕ. Çавăн пекех, конкурса хутшăннисене Интернет конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификат параççĕ.

 

 

Тел/факс – 8352450744;

E-mai: chrio11@cap.ru

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика