Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Нарăсăн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен «Уçă урок» фестивалĕ малалла пычĕ

09:17 19 февраля 2014 г.

Нарăсăн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен «Уçă урок» фестивалĕ малалла  пычĕ. Унта хутшăннисене вĕренÿ институчĕн проректорĕсем Г. В. Николаева, А. Р. Кульева, Шупашкар хулин чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен ассоциацийĕ çумĕнчи вокал ушкăнĕ саламларĕç. Иккĕмĕш кунне хулари шкулсен учителĕсем ăмăртрĕç.

Кĕретсĕр тапхăрта конкурса 46 çын ĕçĕсене тăратрĕ. Кĕрет ăмăртăва 23 вĕрентекен хутшăнчĕ. Вĕсем тухса калаçма Положенире ыйтнине тивĕçтерсе хатĕрленнĕ. Жюри палăртнă тăрăх, учительсен професси квалификаци шайĕ самаях ÿсни куç кĕрет. Уроксене ФГОС концепцине тĕпе хурса, тухăçлă технологисемпе усă курса калăпланă. Фестиваль кăсăклă, тухăçлă иртни никама та иккĕлентермерĕ. 9 вĕрентекен диплома тивĕçрĕ. Акă вĕсен ячĕсем: I вырăна Сидорова Т. М. (Канаш хули, 1 № вăтам шкул), II вырăна Петрова Т. Н. (Çĕрпÿ районĕ, Опытный вăтам шкулĕ), Тяхмусова С. В. (Шупашкар хули, 43 № вăтам шкул), Александрова Л. В. (Çĕмĕрле хули, 2 № вăтам шкул), IIIвырăна Васильева Г. Н. (Вăрмар вăтам шкулĕ), Севрикова Л. К. (Çĕнĕ Шупашкар хули, 18 № лицей), Васильева Т. Г. (Çĕнĕ Шупашкар хули, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ 20 № вăтам шкул), Ефимова В. П. (Куславкка, 3 № вăтам шкул), Гаврилова Р. А. (Шупашкар хули, 40 № вăтам шкул).

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр! Фестивале хутшăннă 100 учителе (!) пурне те тав тăватпăр, малашне те фестиваль-конкурссене хутшăнса хăйсен ăсталахне ÿстерсе пыма хавхалану сунатпăр.

Йĕркелÿ комитечĕ.  

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика