alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2021» акци ирттереççĕ. Вăл 2021 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта иртмелле.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Задачисем:

− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;                

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие ирттерме диктант тексчĕсен конкурсне ирттерчĕ. Конкурса Чăваш Республикинче пурăнакансем те, республика тулашĕнчисем те, уйрăмах Пушкăрт Республикинчисем, хастар хутшăнчĕç. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, шкулчченхи вĕренÿ  организацийĕн воспитателĕсем, студентсем текстсем хатĕрлерĕç. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕнче конкурса пĕтĕмлетрĕç: ярса панă 30 ытла текстран Юхма Мишши хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ текста суйласа илчĕç.

Конкурса хутшăннисене ака уйăхĕн 30-мĕшĕ хыççăн сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ.

 

Малтанхи çулсенче пулнă диктант тексчĕсене аса илтеретпĕр:

2013 çулта Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ;

2014 çулта ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист çырнă;

2015 çулта чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх („Асран кайми кун“) хатĕрленĕ;

2016 çулта–чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнă «Çăкăрхакĕ» повесть сыпăкĕ тăрăх хатĕрленĕ ĕçе суйласа илнĕ;

2017 çулта тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Геннадий Никандрович Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ;

2018 çулта чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнисенчен хатĕрленĕ текст пулчĕ;

2019 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илнĕччĕ.

2020 çулта паллă чăваш çыравçи, прозăçи, сăвăçĕ, куçаруçи, 1964 çултанпа СССР писателĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текст пулчĕ.

 

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

 

8 (8352) 58-47-19 – Егорова Анна Семеновна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи;

 

8(8352) 45-02-58 – Долгова Алевтина Петровна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн  ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ;

 

8(8352) 22-63-50 (1312;1304) – Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕ факультечĕн деканĕ;

8 (8352) 45-93-90 (3150)  – Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика