08:45 21 апреля 2021 г.
Диктант çырас умĕн тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем «Тĕрĕс çырма вĕренер» занятисем ирттереççĕ:
1) ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче 14.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн 301-мĕш аудиторийĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) кĕрет заняти иртет;
2) ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче 16.00 сехетре ZOOM хушăмра (https://us04web.zoom.us/j/9589971257?pwd=3fhcBNOcnw4oGhjD74gDKKrm3RKMmvFZnSI ссылкăпа кĕмелле; идентификатор: 958 997 1257; код: chuv230420) онлайн заняти иртет.
Орфографипе пунктуацин тӗп правилисене аса илес текенсем «Çĕнĕ чăваш çырулăхне халалланă диктанта тĕрĕс çырма хатӗрленер» ĕçпе (http://chrio.cap.ru/Content2021/orgs/GovId_121/diktant.pdf) те паллашма пултараççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (8352) 584719 (Анна Семёновна Егорова, этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи).
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://chrio.cap.ru/sitemap.aspx?id=3046954 адреспа тупма пулать.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии