10:35 22 апреля 2021 г.
Кăçалхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче 13 сехетре тĕнче Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çырать. Йĕркелÿ комитечĕ кăçалхи диктант сăн-сăпачĕ пулма Константин Доброхотов блогера шанчĕ. Константин Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче çуралнă. 15 çул ялта пурăннă хыççăн Шупашкарта тĕпленнĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче ĕнтĕ 12 çул ĕçлесе пурăнать. Хăйĕн мăшăрĕпе Екатеринăпа пĕрле икĕ ывăл ÿстереççĕ. Çемье республикăра иртекен пĕр культура пулăмĕнчен те айккинче юлмасть. «Халăх искусстви пире хавхалантарать», – теççĕ Доброхотовсем. Уявсенче кăна мар, кулленех чăваш тĕриллĕ тумсемпе çÿреме кăмăллаççĕ.
27 çулти Константин Интернетри хутшăну тетелĕсенче чăвашла страницăсем йĕркелесе тытса пырать. Блогер ĕçне кÿлĕниччен вăл туйсем, çуралнă кунсем, этем пурнăçĕнчи ытти уявсем ÿкерсе тупăш тунă. Çулталăк каялла Инстаграмра страница хута янă, сав вăхăталлах Тik Tokра уçнă. Унта вăл чăвашла контент вырнаçтарать. Хайĕн блогĕсенче ял пурнăçĕ, чăваш культури, халăх историйĕ, йăли-йĕрки, апат-çимĕçĕ, инструменчĕсем çинчен каласа кăтартакан видесюжетсем вырнаçтарать. Тĕпрен илсен вăл хатĕрлекен контент пĕтĕмпех чăвашлăхпа çыхăннă. Унăн страницисемпе Вконтактере те, ытти хутшăну тетелĕсенче те паллашма пулать. Сăмахран, кĕске вăхатрах Инстаграмри страницине 26 пин, ТikTokра 69 пин çын çырăннă. Константин вĕсемпе тăтăшах чăвашлăхпа çыхăннă темăсем тавра ыйту-хурав ырттерет.
Апрелĕн 30-мĕшĕнче кăнтăрла иртни пĕр (13.00) сехетре Константин Доброхотов Интренетри тусĕсене Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çыртарса хавхалантарĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии